Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев малтан шантарнӑ пекех «тӳрӗ лини» ирттерчӗ. Вӑл 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен пычӗ.
Республика ертӳҫин «тӳрӗ линине» Элтеперӗн «Контактри» тата «Инстаграмри» официаллӑ аккаунчӗсенче тата Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн «Ютуб» видеохостингри тата «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи каналӗсенче трансляцилерӗҫ. «Тӳрӗ линин» тексчӗпе Элтеперӗн Телеграм-каналӗнче https://t.me/oanikolaev паллашма пулать.
Ҫынсем ҫул-йӗрпе, строительство вӑраха кайнӑ нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре хӑпартассипе ҫыхӑннӑ тата ытти вун-вун ыйтӑва хускатрӗҫ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ Уҫӑ алӑксен кунне онлайн мелпе унччен те ирттернӗ. Хальхинче ун пеккине машиностроени факультечӗ йӗркелӗ. Вӑл паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 12 сехет те 30минутра пуҫланӗ.
Аслӑ шкулӑн машиностроени факультетӗнчи специальноҫсем, унта вӗренме кӗрес тесен мӗнле экзаменсем тытмалли ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Уҫӑ алӑксен кунне хутшӑнакансем ытти чылай ыйтӑва та уҫӑмлатайӗҫ. Вӗсене факультетӑн деканӗ Виктор Адольфович Гартфельдер профессор хуравлӗ. Унсӑр пуҫне студентсем, аслӑ шкултан вӗренсе тухнисем, партнер-компанин пайташӗсем калаҫӑва хутшӑнӗҫ.
Тӳрӗ эфира ЧПУ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче https://vk.com/chuvsu страницӑра ирттерӗ.
Ыйтусене ҫакӑнта https://forms.gle/2BrsvGQ2J5BVGK6Q7 йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкар хула администраци ертӳҫин Алексей Ладыковӑн «тӳрӗ линине» эрне каярах ирттерӗҫ. Маларах хула ҫыннисемпе калаҫассине ҫӗртмен 20-мӗшне палӑртнӑччӗ. Ҫавах та политикӑпа кӑсӑкланакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ — вӑл кун Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн «тӳрӗ линийӗ» иртмелле. Ҫакна шута илсе вырӑнти «тӳрӗ линин» кунне ҫӗртмен 27-мӗшне куҫарнӑ, ҫапла май вӑл эрне каярах пулӗ.
Шупашкар ҫыннисен ыйтӑвӗсене 23-50-06 нумай каналлӑ телефонпа йышӑнӗҫ. Алексей Ладыковпа иртекен «тӳрӗ лини» вӑхӑчӗ сехет ҫурӑ ҫеҫ тӑсӑлӗ — 10 ҫурӑпа 12 сехетчен.
Вырӑнти влаҫ органӗсем шантарнӑ тӑрӑх шӗкӗр хулара пурӑнакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан хуть те мӗнле ыйту та пама пултарӗҫ.
РБК пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин ирттерекен тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче залра пулакансене клеткӑллӑ е йӗрлӗ кӗпе тӑхӑнма хушман. Тепӗр кунхине мухмӑрпа аптӑрасран малтанхи кун эрех ӗҫме те сӗнмен имӗш. Шыв нумай ӗҫме те каламан — кӑларӑм вӑраха тӑсӑлма пултарать.
Тӳрӗ линие хутшӑнакансене «Петрово-Дальнее» пансионата пухнӑ имӗш. Ку пансионат РФ Президенчӗн ӗҫсен управленийӗн «Рублево-Успенский» сывлӑх комплексӗн пӗр пайӗ шутланать. Пансионата 100-е яхӑн ҫынна пуҫтарнӑ-мӗн. Вӗсем — тӗрлӗ регионтан пухӑннӑ ҫынсем. РБК ҫырнӑ тӑрӑх, вӗсен ыйтӑвӗсене итлесе пӑхнӑ. Пурин те ыйтма май килмесси пирки те асӑрхаттарнӑ.
Тӳрӗ лини паян 12 сехетре пуҫланать. Ыйтусене moskva-putinu.ru сайтра хӑварма пулать е 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫӗршыв Президенчӗпе пӗр кунта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Владимир Путин — ҫӗршывра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене, Алексей Ладыков — Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакансенне те.
Путинпа Ладыков пӗр кунта тӳрӗ лини йӗркеленине хула администрацийӗнче ӑнсӑртран пӗр килнӗ тесе ӑнлантарнӑ. «Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, Ладыков ҫынсен ыйтӑвне ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех, хуравлама палӑртса хунӑ.
Алексей Ладыков ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен 23-50-06 номерпе йышӑнӗ. 12 сехетре Владимир Путинӑн тӳрӗ линийӗ пуҫланӗ. Ӑна «Первый», «Россия 1», «Россия 24» телеканалсемпе, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио России» радиоканалсемпе трансляцилӗҫ. Владимир Путина moskva-putinu.ru сайтра ыйтусем пама пулать е 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла.
Шупашкар хула администрацийӗ ыран «тӳрӗ лини» ирттерет. Вӑл ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтра потребитель правипе ҫыхӑннӑ ыйтусене специалистсенчен уҫӑмлатма май килӗ.
Ҫынсен ыйтӑвӗсене Шупашкар хула админситрацийӗн потребитель рынокне тата предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ Фасиха Исхаковна Солдатова хуравлӗ. Унпа пӗрле Роспотребнадзор управленйиӗн, потребительсен правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен общество организацийӗсен пайташӗсем те ыйтусене уҫӑмлатма хатӗррине пӗлтереҫҫӗ.
«Тӳрӗ лини» номерӗ — 8 (8352) 23-50-06.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |